Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Езра ывӑлӗсем: Иефер, Меред, Ефер тата Иалон; фараон хӗрне Бифьяна качча илнӗ Мередран ӗнтӗ Мером, Шаммай тата Ишбах ҫуралнӑ. Ишбах вӑл Ешфемоа ашшӗ пулнӑ. Мередӑн тата тепӗр арӑм, Иудия, пулнӑ, вӑл ӑна Гедор ашшӗне Иереда, Сохо ашшӗне Хевера тата Занаох ашшӗне Иекуфиила ҫуратса панӑ.