Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
вӑл ҫапла каласа тупа тунӑ: эй [Пурне те Тума Пултаракан Турӑ,] Саваоф Ҫӳлхуҫа! Эсӗ Хӑвӑн чурун хурлӑхӗ ҫине хӗрхенсе пӑхсассӑн, мана аса илсессӗн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна манса каймасассӑн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна арҫын ачаллӑ тусассӑн, эпӗ ӑна унӑн кунӗсем вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана [халалласа] парӑп, [вӑл эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ,] унӑн пуҫне нихӑҫан та ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ.