Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Израиль патши Иосафата каланӑ: пур тепӗр ҫын, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтса пӑхма пулӗ, анчах юратмастӑп эпӗ ӑна: вӑл ман тӗллӗн ыррине пӗлтермест, яланах япӑххине анчах калать — Иемвлай ывӑлӗ Михей вӑл, тенӗ. Иосафат ӗнтӗ: эй патша, ун пек ан кала, тенӗ.