2 Chronicles 24:14 — Compare Translations

1 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Пӗтӗм ӗҫе вӗҫлесессӗн, вӗсем юлнӑ кӗмӗле патшапа Иодая панӑ. Мӗн юлнинчен Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тӗрлӗ савӑт-сапа — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне панӑ чухне усӑ курмалли савӑтсем, чашӑксем — тунӑ, ҫавӑн пекех ылтӑнран та кӗмӗлтен ытти йышши савӑт-сапа та тутарнӑ. Иодай пурӑннӑ чухне Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче кулленех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе тӑнӑ.