Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Уяв вӗҫленсессӗн унта хутшӑннӑ израильсем пурте Иудея хулисене кайнӑ та суя турӑ кӗлеткисене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, чӳк йывӑҫӗсене касса тӑкнӑ, пӗтӗм Иудейӑри тата Вениамин, Ефрем, Манассия ҫӗрӗсенчи тӳпем вырӑнсене, чӳк парнисен вырӑнӗсене тӗппипе ҫӗмӗрсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн израильсем кашниех хӑйӗн килне, хӑйӗн хулине таврӑннӑ.