Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Египет патши ӗнтӗ Иудейӑпа Иерусалим патши пулма Иоахаз пӗртӑванне, Елиакима, лартнӑ, унӑн ятне Иоаким тесе улӑштарнӑ; Иоахаза, Иоаким пӗртӑванне, Нехао хӑйпе пӗрле Египета илсе кайнӑ, [вӑл унтах вилнӗ. Фараона ылтӑнпа кӗмӗл парса тӑнӑ: фараон хушнипе ҫӗршыв кӗмӗл пама тытӑнсан, Нехао фараона хырҫӑ тӳлемешкӗн пуҫлӑхсем ҫӗр халӑхӗнчен ылтӑнпа кӗмӗл ыйтса тӑнӑ].