2 Chronicles 36:5 — Compare Translations

1 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Патшана ларнӑ чухне Иоаким ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ; Иерусалимра вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ [ун амӑшӗн ячӗ — Зехора, вӑл Рама хулинчи Нирия хӗрӗ пулнӑ. Вӑл ӗнтӗ, ашшӗсем пекех, хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ. Ун вӑхӑтӗнче Вавилон патши Навуходоносор унӑн ҫӗрӗ ҫине вӑрҫӑпа килнӗ, вара Иоаким ӑна виҫӗ ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ та кайран унран хӑпнӑ. Ҫӳлхуҫа — Хӑйӗн чурисем-пророкӗсем урлӑ каланӑ пек — Иудӑна тӗп тума ун ҫине халдейсене, Сири хурахӗсене, Моав хурахӗсене тата Аммонпа Самари ывӑлӗсене янӑ. Иуда ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫилли пулнӑ, Манассия тунӑ пӗтӗм ҫылӑхшӑн, Иоаким юхтарнӑ айӑпсӑр юншӑн, Иерусалима айӑпсӑр юн тултарнӑшӑн Вӑл Иудӑна Хӑй умӗнчен сиресшӗн пулнӑ. Апла пулин те Ҫӳлхуҫа вӗсене тӗппипех пӗтерме шутламан].