2 Corinthians 2:3 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Эпӗ сире ҫавӑн ҫинчен ҫыртӑм та: сирӗн пата пырсассӑн, хама савӑнтарас ҫынсем пирки кулянмалла пулас марччӗ терӗм; || эпӗ савӑнни сире пурсӑра та савӑнтарать пулӗ тесе, эпӗ сире пурне те шанса тӑратӑп.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Сирӗн патӑра пырсассӑн эсир мана савӑнтарасса кӗтетӗп. Ҫавӑнпа та, кулянмалла пулса ан тухтӑрччӗ тесе, ҫакна пыричченех ҫыртӑм та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен манӑн савӑнӑҫӑм сирӗншӗн пуриншӗн те савӑнӑҫ. Эпӗ сирӗн пирки иккӗленместӗп.