Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Ваалӑн мӗнпур пророкне, ӑна пуҫҫапакан мӗнпур ҫынна, ӑна чӳк тӑваканӗсене пӗтӗмпех ман патӑма чӗнӗр; пӗри те килмесӗр тӑрса ан юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн эпӗ Ваала питӗ пысӑк парне кӳрӗп. Кам та пулин килмесессӗн, вӑл чӗрӗ тӑрса юлаймӗ, тенӗ. Ииуй ҫакна чее шухӑшпа, Ваал апӑсӗсене вӗлерес шутпа тунӑ.