Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Вара вӑл вӗсем патне иккӗмӗш хут ҫыру ҫырса янӑ, ҫапла ҫырнӑ: эсир чӑнласах та манӑн пулсассӑн, ман сӑмаха итлетӗр пулсассӑн, патшӑр ывӑлӗсен пуҫӗсене илӗр те ыран ҫак вӑхӑтра ман патӑма, Изрееле, ҫитӗр, тенӗ. [Патша ывӑлӗсем ҫитмӗл ҫын пулнӑ; вӗсене хулари чи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пӑхса ҫитӗнтернӗ.]