Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Езекияна ан итлӗр. Ассири патши ҫапла калать: манпа тату тӑвӑр, ман патӑма тухӑр, эпӗ сире ҫак ҫӗр евӗрлех тепӗр ҫӗре — тырӑпа эрех ҫӗрне, улма-ҫырлапа иҫӗм пахчийӗсен ҫӗрне, ҫу йывӑҫҫисемпе пыл ҫӗрне — илсе кайиччен кашниех хӑйӗн иҫӗмне, хӑйӗн смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне ҫитӗр, хӑй ҫӑлӗнчи шыва ӗҫтӗр; ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайсассӑн та вилместӗр, пурӑнатӑр. Хӑвӑра: «пире Ҫӳлхуҫа ҫӑлса хӑварать» тесе илӗртекен Езекияна ан итлӗр.