Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Иосия ҫавӑнта, ту ҫинче, вилтӑприсене асӑрханӑ, вара, ҫынсем ярса, вилесен шӑмми-шаккине кӑларттарнӑ та ҫавна пӗтӗмпе чӳк парни кӳмелли вырӑн ҫинче ҫунтарса янӑ; Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫынни урлӑ каланӑ пек, Турӑ ҫынни [Иеровоам уяв вӑхӑтӗнче парне вырӑнӗ умӗнче тӑнӑ чухне] малашне мӗн пуласса пӗлтернӗ пек, парне вырӑнне ирсӗрлетнӗ. [Акӑ Иосия каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та, ҫапла пуласса малтанах каласа хунӑ Турӑ ҫыннийӗн вилтӑприне курах кайнӑ та]