2 Timothy 3:10 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Эсӗ вара вӗрентессӳпе те, пурӑнӑҫупа та, кӑмӑлупа та, ӗненӳпе те, ырӑ чунупа та, юратупа та, асапсене мӗнле тӳсесси тӗлӗшпе те ман пек пултӑн;
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Ӳкӗтӗм, пурӑнӑҫӑм, тӗллевӗм, ӗненӗвӗм, чӑтӑмлӑхӑм, юратулӑхӑм, ҫирӗплӗхӗм, терт-асапӑм – ҫаксем пурте саншӑн тӗслӗх. Антиохипе Иконире тата Листрӑра мана ӗненӳшӗн мӗнле хӗн-хур, терт-асап кӑтартнине эсӗ пӗлетӗн. Ҫав хӗн-хура эпӗ тӳссе ирттертӗм. Хуҫа Турӑ мана хӑтарса хӑварчӗ.