Acts 1:15 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Ҫав кунсенче Петр вӗренекенсем хушшине тӑрса каланӑ (пуҫтарӑннӑ ушкӑнра пӗр ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пулнӑ):
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Тепӗр темиҫе кунран ҫавӑнта ҫӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑннӑ. Ҫавӑн чухне Петр тӑрса Иисус вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмсем! Иисуса тытакансене ертсе пынӑ Иуда ҫинчен Святой Сывлӑш Давид сӑмахӗсемпе малтанах пӗлтерсе хунӑ. Ҫырнинчи ҫав сӑмахсен пурнӑҫланмалла пулчӗ.