Acts 14:15 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
эй арсем! мӗн тӑватӑр эсир капла? Эпир те — сирӗн пек ҫынсемех; эпир сире ҫак суя турӑсене пӑрахтарса Чӗрӗ Турӑ енне, тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, вӗсенче мӗн пуррине пултарнӑ Чӗрӗ Турӑ енне, ҫавӑрасшӑн Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретпӗр;
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
«Эй, халӑх! Мӗн хӑтланатӑр эсир? Эпир сирнешкел ҫынсемех! Эпир сире ҫак суя турӑсене ан пуҫҫапчӑр тесе, чӗрӗ Турӑ енне ҫавӑрӑнччӑр тесе вӗрентетпӗр. Чӗрӗ Турӑ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те тата вӗсенче мӗн пуррине те пултарнӑ.