Acts 15:7 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та вӗсене ҫапла каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! эсир пӗлетӗр ӗнтӗ: Евангели сӑмахне суя тӗнлӗ ҫынсем ман чӗлхе-ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ малтанхи кунсенчех хамӑр хушшӑмӑртан мана суйласа илчӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Чылай хушӑ сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Урӑх халӑхсем Ырӑ Хыпара ман ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ пирвайхи кунсенченех хамӑр хушӑран мана суйласа илнине пӗлетӗр.