Acts 23:15 — Compare Translations

2 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Эсир ӗнтӗ, синедрион ҫыннисемпе пӗрле ун ӗҫне тӗплӗрех пӗлесшӗн пек пулса, паянах пинпӗве пӗлтерсе хурӑр, вӑл ӑна ыран сирӗн патӑра илсе килтӗр; эпир ӑна кунта ҫитичченех вӗлерме хатӗр тӑрӑпӑр, тенӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Ҫапла вара эсир, синедрионра ларакансемпе пӗрле, унӑн ӗҫӗпе тӗплӗнрех паллашас йӳтӗмпе ӑна ыран хӑвӑр патӑра кӑларттарӑр. Ҫакна тума пинпӗве паянах пӗлтерсе хурӑр. Эпир вара малтанах хатӗрленсе тӑрӑпӑр та ӑна кунта ҫитичченех вӗлерӗпӗр».