Acts 23:6 — Compare Translations

2 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Синедрионра ларакансем хӑшӗ саддукей, хӑшӗ фарисей иккенне пӗлсе, Павел ҫавӑнта хыттӑн каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмсем! эпӗ — фарисей, фарисей ывӑлӗ; мана вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрассине шанса тӑнӑшӑн сут тӑваҫҫӗ, тенӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Синедрионра ларакансен пӗр пайӗ саддукейсем, тепӗр пайӗ фарисейсем пулнине Павел пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл канаш умӗнчех хыттӑн ҫапла каланӑ: «Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Эпӗ фарисей, фарисей ывӑлӗ, мана вилнисем чӗрӗлсе тӑрасса шанса пурӑннӑшӑн суд тӑваҫҫӗ».