Acts 25:11 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
эпӗ айӑплах пулсассӑн, вилӗме тивӗҫлӗ усал ӗҫ тунӑ пулсассӑн, вилӗмрен тармастӑп; вӗсем мана мӗн айӑплани пӗтӗмпе тӗрӗс мар пулсан, мана никам та вӗсен аллине тытса пама пултараймасть. Мана кесарь сучӗ пултӑр, тенӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
– Ҫапла вара, эпӗ айӑплах пулсан, вӗлерме тивӗҫлине мӗн те пулин тунӑ пулсан – вилме хатӗр. Иудейсен айӑплавӗнче тӗрӗсси ним те ҫук пулсан – мана вӗсен аллине пама никамӑн та ирӗк ҫук. Хама император патӗнче суд тутарма ыйтатӑп».