Acts 28:3 — Compare Translations

2 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Павел ҫӗклем ҫапӑ пуҫтарса ӑна вут ҫине хурса тӑнӑ чухне вут-ҫулӑм хӗмӗпе ҫапӑ ӑшӗнчен ехидна теекен наркӑмӑшлӑ ҫӗлен тухрӗ те ун аллинчен ҫакӑнчӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Ҫатрака пухса тултарнӑ Павел кӑвайт хурса ларатчӗ. Сасартӑк ҫунакан кӑвайт ӑшӗнчен, вӗри вута тӳсеймесӗр, ҫӗлен шуса тухрӗ те Павел аллинчен ҫакӑнса ларчӗ.