Acts 7:42 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Турӑ вара вӗсенчен пӑрӑннӑ, вӗсене тӳпери ҫара пуҫҫапма чарман, ҫакӑн ҫинчен пророксен кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «эй Израиль килӗ! пушхирте хӗрӗх ҫул хушшинче эсир Мана парне кӳрсе тӑтӑр-им?
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Турӑ вара вӗсене пӑрахнӑ, тӳпери хӑватсене пуҫҫапма та чарман. Пророксен кӗнекинчех ун пирки ҫапла ҫырнӑ: „Эй, Израиль йӑхӗ! Пуш хирте хӗрӗх ҫул хушшинче эсир Маншӑн выльӑх пусрӑр-и, парнелӗхе кӳтӗр-и? Пусмарӑр.