Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Патшалӑхри аслӑ пуҫлӑхсем, хула пуҫлӑхӗсем, сатрапсем, канашҫӑсем тата ҫарпуҫсем ҫапла тумалла тесе шутлаҫҫӗ: патша ҫакӑн евӗрлӗ хушу кӑларинччӗ — кам та кам вӑтӑр кун хушшинче, патша, сана мар, пӗр-пӗр турра е ҫынна тархаслас пулсассӑн, ҫавна арӑслан шӑтӑкне пӑрахмалла.