Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
[Эй пӗлӗтсем, Турӑпа пӗрле савӑнӑр, эй Туррӑн Ангелӗсем, пурте Ӑна пуҫҫапӑр.] Эй суя тӗнлисем, Унӑн халӑхӗпе пӗрле савӑнӑр [Туррӑн пур ывӑлӗ те вӑй илтӗр]! Вӑл Хӑйӗн чурисен юнӗшӗн тавӑрать, Хӑйӗн тӑшманӗсене тивӗҫлине тавӑрса парать, [Хӑйне курайманнисене те тавӑрать,] ҫапла [Ҫӳлхуҫамӑр] Хӑйӗн ҫӗрне, Хӑйӗн халӑхне тасатать!