Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Вӑл Гадассӑна, — ку ӗнтӗ Эсфирь пулать, — хӑй тӑванӗн хӗрне, пӑхса ҫитӗнтернӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗн ашшӗ те, амӑшӗ те пулман. Ҫав хӗр пӗвӗ-сийӗпе те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗпе те ытармалла мар пулнӑ. Ун ашшӗ-амӑшӗ вилсен Мардохей ӑна, хӑй патне илсе, тӑван хӗрӗ вырӑнне хунӑ.