Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Арӑмӗ, Зерешь, тата тусӗсем каланӑ ӑна: аллӑ чике ҫӳллӗш юпа лартчӑр, ирхине патшана кала, Мардохее ҫав юпаран ҫакчӑр, ун хыҫҫӑн вара хавассӑн патшапа пӗрле ӗҫке-ҫике уттар, тенӗ. Ҫак сӗнӳ Амана килӗшнӗ, вӑл вара юпа лартма хушнӑ.