Esther 5:2 — Compare Translations

1 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Патша ӗнтӗ аллинчи ылтӑн туйине Эсфирь енне тӑснӑ, Эсфирь пынӑ та туя вӗҫне сӗртӗннӗ, [патша вара туйине ун мӑйӗ ҫине хунӑ та Эсфире чуптуса: кала мана, тенӗ. Эсфирь каланӑ: хуҫамӑм, эпӗ сан вырӑнта Турӑ Ангелне курнӑ пекех пултӑм, санӑн мухтаву умӗнче хӑранипе чӗрем чӗтресе кайрӗ; хуҫамӑм, эсӗ тӗлӗнмелле аслӑ, санӑн пит-куҫу тулли тивлет, тенӗ. Анчах та ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче Эсфирь вӑйран кайса ӳкнӗ; патша аптӑраса кайнӑ, унӑн пур тарҫи Эсфире йӑпатнӑ].