Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Мӗн пулса иртнине вӑл арӑмне, Зерешь ятлӑскерне, тата хӑйӗн мӗнпур тусне каласа панӑ. Ӑсчахсем тата арӑмӗ, Зерешь, каланӑ ӑна: Мардохей иудей ҫынни пулсан, сан инкекӳсем ӑна пула пуҫланчӗҫ пулсан, эсӗ ӑна ҫӗнтереймӗн, вӑл сана пӗтерет пулӗ, [мӗншӗн тесессӗн унпа пӗрле чӗрӗ Турӑ,] тенӗ.