Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Унта — ҫурҫӗр хуҫисем, вӗсем тата пӗтӗм Сидон халӑхӗ, сехӗрлентерсе тӑнӑ вӑй-хӑватне ҫӗмӗрсе тӑкнипе намӑса юлнӑскерсем, аркатса тӑкнӑ ҫынсемпе пӗрле ҫӗр тӗпне аннӑ, халь ӳт кастарманнисемпе пӗрле, хӗҫпе вӗлернисемпе пӗрле выртаҫҫӗ, виле шӑтӑкне ӑсаннисемпе пӗрле хурлӑх кураҫҫӗ.