Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Ҫӗре хупӑрласа Манӑн халӑхӑм ҫине, Израиль ҫине, хура пӗлӗт пек ҫӗкленӗн: ку вӑл юлашки кунсенче пулӗ, Эпӗ сана Хамӑн ҫӗрӗм ҫине илсе килӗп, Гог, сана ҫӗнтерсе Хамӑн сӑваплӑхӑма халӑхсен куҫӗ умӗнче кӑтартсан, вӗсем Мана пӗлӗҫ вара.