Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: эсӗ лешӗ, хайхи, авалхи кунсенче Эпӗ Хамӑн чурамсем, Израиль пророкӗсем, урлӑ пӗлтернӗскер пулмарӑн-и? ҫав вӑхӑтра вӗсем, малашне мӗн пулассине пӗлтерсе, Эпӗ сана вӗсемпе тытӑҫма илсе килесси ҫинчен каланӑччӗ.