Galatians 2:14 — Compare Translations

2 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Вӗсем Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗнчен пӑрӑннине курсассӑн, эпӗ Петра пурин умӗнчех каларӑм: «эсӗ, иудей ҫынни, иудейла пурӑнмасӑр суя тӗнлӗ ҫын пек пурӑнатӑн пулсассӑн, мӗншӗн-ха суя тӗнлисене иудейла пурӑнма хистетӗн?» терӗм.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Эпӗ вара, вӗсем Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗн ҫулӗпе тӳрӗ пыманнине курсан, Петра пурин умӗнчех ҫапла каларӑм: «Эсӗ иудей пуҫҫӑнах иудей йӑли-йӗркипе мар, ытти халӑхсен йӑли-йӗркипе пурӑнатӑн пулсан, епле-ха тата ытти халӑхсене иудей йӑли-йӗркипе пурӑнма хистетӗн?»