Hebrews 11:37 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
хӑшӗсене тата чулпа пере-пере вӗлернӗ, пӑчӑкӑпа касса татнӑ, тискерле асаплантарнӑ, хӗҫпе касса вӗлернӗ. Тем тӗрлӗ йывӑрлӑха, хӗн-хура, хӗсӗрленине тӳснӗ, вӗсен килӗ-ҫурчӗ те пулман, ҫири тумӗ те сурӑх тирӗпе качака тирӗ ҫеҫ пулнӑ;
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Вӗсене чулпа пере-пере вӗлернӗ, пӑчкӑпа татнӑ, асаплантарнӑ, хӗҫпе вӗлернӗ. Вӗсем, сурӑх е качака тирӗсем пӗркенсе ярса, ӗмӗрӗсене ҫапкаланса ҫӳресех ирттернӗ, ҫити-ҫитми, хӗн-хурлӑ, ҫын кулли пулса пурӑннӑ.