Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Нумай-нумай йӑх пухӑнӗ, калӗҫ вара: килӗр, Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине, Иаков Туррийӗн Ҫурчӗ патне, улӑхар. Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене вӗрентӗ, эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн саккун Сионран, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ Иерусалимран килӗ.