Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Часах акӑ Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, Иерусалимран тата Иудӑран туйине, тӗрекне туртса илӗ, ҫимелли ҫӑкӑрне, ӗҫмелли шывне, паттӑр ҫулпуҫӗпе ҫар ҫыннине, тӳрипе пророкне, витӗркурана, аслӑ ҫынна, алпӳне, пуҫлӑхне, канашҫине, ӑслӑ ӳнерҫине, ӑста вӗрӳҫине туртса илӗ.