Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Ҫав кун Ҫӳлхуҫа ура суллисене, — хитре вӑчӑрасене, — тата хӗвел евӗрлӗ, уйӑх евӗрлӗ эрешсене, хӑлха алкисене, мӑй ҫыххисене, варкӑшлӑхсене, пуҫ ҫыххисене, алӑ суллисене, пиҫиххисене, ырӑ шӑршӑ тытакан кӗленчесене, тухату ҫаккисене, ҫӗрӗсемпе сӑмса ункисене, ҫиелтен тата аялтан тӑхӑнмалли тумтирсене, тутӑрсене, енчӗксене, тӗкӗрсене, ҫӳхе юпӑнчӑсене тата вителӗксене туртса илӗ.