Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Эпӗ, Эпӗ Хам — сире Лӑплантараканӗ. Мӗн эсӗ вилес ҫынран, этемӗн курӑк евӗр ывӑлӗнчен, хӑратӑн? Ху вара хӑвна Пултаракана — тӳпене карса хунӑ, ҫӗр никӗсне хывнӑ Ҫӳлхуҫана — манатӑн, анчах пусмӑрҫӑн хаярлӑхӗнчен — вӑл сана тӗп тума хатӗр пулнӑн — пӗр чарӑнмасӑр, вӗҫӗмсӗр, кашни кунах чӗтресе тӑратӑн. Анчах та пусмӑрҫӑн хаярлӑхӗ ӑҫта?