James 3:6 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
чӗлхе те — вут-ҫулӑм, суя сӑмах тӗнчи; пирӗн ӳтре ытти пайсем хушшине вырӑнаҫнӑскер, вӑл пӗтӗм ӳте ирсӗрлетет, пурӑнан пурӑнӑҫа ҫунтарса тӑрать, хӑйне вара тамӑк вучӗ хӗртсе тӑрать.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Чӗлхе те – ҫулӑм, вӑл – усал йӑви. Ӳт-пӗвӗн ытти пайӗсемпе танлаштарсан, вӑл пӗтӗм кӗлеткене ирсӗрлетет. Тамӑк вучӗпе хыпса илсе чӗлхе пӗтӗм пурӑнӑҫа ҫунтарса ярать.