Jeremiah 21:7 — Compare Translations

1 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Ҫавӑн хыҫҫӑн вара, тет Ҫӳлхуҫа, Иудея патшине Седекияна, унӑн тарҫисене, халӑха, мур чирӗнчен, хӗҫпе выҫлӑхран хӑтӑлса юлнӑ халӑха Вавилон патши Навуходоносор аллине, тӑшманӗсен аллине, вӗсен чунне шыракансен аллине, тытса парӑп; вӑл вӗсене хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе пӗтерсе тӑкӗ, хӗрхенмӗ те, шеллемӗ те, каҫармӗ те.