Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Акӑ Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, ман патӑма хурал картишне Анамеил — Саллум пичче ывӑлӗ — килчӗ те мана каларӗ: Анафофри, Вениамин ҫӗрӗнчи, хирӗме сутӑн ил, мӗншӗн тесессӗн санӑн еткерлӗх ирӗкӗ те, ӑна тӑванлӑх тивӗҫӗпе тӳлесе илмелли ирӗкӳ те пур; хӑвна валли тӳлесе ил, терӗ. Ҫавӑн чухне эпӗ ку вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пулнине пӗлтӗм.