Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Исмаил вара Массифӑра тӑрса юлнӑ пӗтӗм халӑха, патша хӗрӗсене, Массифӑри мӗнпур ҫынна, — вӗсене Навузардан, сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Ахикам ывӑлне Годолийӑна шанса панӑ пулнӑ, — тыткӑна илнӗ; Исмаил вӗсене тыткӑна илнӗ те Аммон ывӑлӗсем патне ҫул тытнӑ.