John 12:3 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Мария хаклӑ йышши таса нард ҫӑвӗнчен хатӗрленӗ пӗр кӗрепенкке мирӑ илнӗ те Иисусӑн урине сӗрсе ӑна ҫӳҫӗпе шӑлнӑ; ӗнтӗ пӗтӗм пӳрте ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Ҫавӑнта Мария пӗр кӑкшӑма тултарса нардран тунӑ таса, хаклӑ йышши мирӑ илсе пынӑ. Унтан, Иисусӑн урине ҫупа сӗрсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Пӳрчӗпех ырӑ мирӑ шӑрши сарӑлнӑ.