John 3:2 — Compare Translations

2 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
вӑл ҫӗрле Иисус патне пынӑ та каланӑ Ӑна: Равви?! Эсӗ — Турӑ патӗнчен килнӗ Вӗрентекен, эпир ӑна пӗлетпӗр: Турӑпа пӗрле пулмасан, Эсӗ тӑвакан хӑватсене никам та тӑваяс ҫук, тенӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук».