Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, Нав ывӑлӗ, Ситтим хулинчен вӑрттӑн икӗ йӗрлевҫӗ янӑ, вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та ҫав ҫӗре тата Иерихон хулине пӑхса килӗр, тенӗ. [Икӗ яш ача] тухса кайнӑ, вӗсем [Иерихон хулине] ҫитнӗ те Раав ятлӑ пӗр аскӑн арӑм килне [кӗнӗ], унтах ҫӗр выртма юлнӑ.