Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Ҫав хуласем ҫумӗнче кашни хули ҫумӗнчех йӗри-таврипех ҫӗрсем пулнӑ: пур хулара та ҫавӑн пек пулнӑ. [Иисус ҫапла пӗтӗм ҫӗре йӑхсерен уйӑрса тухсассӑн, Израиль ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа хушнипе, Иисуса хӑйне пай кӑларса панӑ, ӑна вӗсем хӑй ыйтнӑ хулана — Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фимнаф-Сара хулине — панӑ, ҫапла Иисус хӑй ыйтнӑ хулана илсе юсаса лартнӑ та унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ. Израиль ывӑлӗсем пушхирте ҫӳренӗ чухне ҫул ҫинче ҫуралнисене ӳт кастарман пулнӑ, кайран Иисус ӑна туса ҫитернӗ; ӗнтӗ ӳт каснӑ чул ҫӗҫӗсене вӑл Фимнаф-Сара хулине пуҫтарса хунӑ.]