Jude 1:12 — Compare Translations

2 translations compared side by side

Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Тӑвансемшӗн юратса тӑвакан сирӗн каҫхи ӗҫкӗ-ҫикӗрте вӗсем ыттисене пӑсаҫҫӗ; сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем пӗр вӑтанмасӑр хӑйсене хӑйсем самӑрлатса лараҫҫӗ. Вӗсем — ҫил хӑваласа ҫӳрекен шывсӑр пӗлӗтсем; ҫимӗҫ кӳмен, икӗ хут хӑрнӑ, кӗркунне кӑларса пӑрахмалли йывӑҫсем;
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Сирӗн юратулӑх сӑйӗ вӑхӑтӗнче вӗсем ыттисене ҫылӑха кӗртеҫҫӗ. Вӗсем сирӗнпе пӗрле чухнех намӑс-симӗсе пӗлмесӗр хӑйсен хырӑмӗшӗн кӑна тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем – ҫил хӑвалакан пуш пӗлӗтсем пек. Вӗсем – ҫимӗҫ кӳмен, кӑкланнӑ кӗрхи йывӑҫсем пек, ҫав йывӑҫсене икӗ хут хӑрнӑ теме пулать.