Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Израиль ывӑлӗсем ҫав-ҫавах Ҫӳлхуҫа умӗнче усал тума пӑрахман, вӗсем Ваалсемпе Астартӑсене, арамейсен туррисене, Сидон туррисене, моавсен туррисене, аммонсен туррисене, филистимсен туррисене пуҫҫапнӑ; Ҫӳлхуҫана маннӑ, Уншӑн ӗҫлемен.