Luke 11:31 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Сут кунӗнче кӑнтӑр енчи хӗрарӑм патша тӑрӗ те ҫак ӑру ҫыннисене айӑплӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Соломон ӑслӑлӑхне пӗлмешкӗн инҫетри ҫӗртенех килнӗ; кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Суд кунӗ ҫитсен кӑнтӑрти ҫӗр-шыври хӗрарӑм патша ҫак ӑру ҫыннисемпе пӗрле чӗрӗлсе тӑрӗ те вӗсене айӑплӗ, мӗншӗн тесен вӑл Соломон ӑслӑлӑхне итлеме тӗнче хӗрринченех килнӗ пулнӑ. Акӑ халӗ кунта Соломонран та Аслӑраххи пур.