Luke 14:31 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Е тата пӗр патша тепӗр патшана хирӗҫ вӑрҫа каяс умӗн хӑй ҫине ҫирӗм пин ҫынпа пыракан патшана вунӑ пин ҫынпа хирӗҫ тӑма вӑйӗ ҫитессипе ҫитмесси ҫинчен епле-ха малтан ларса канаш тумӗ?
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Е тата пӗр патша тепӗр патшана хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма шутлать пултӑр. Вӑл вара хӑйӗн вунӑ пин ҫынлӑ ҫарӗпе леш ҫирӗм пинлӗ патша ҫарне ҫӗнтерме вӑйӗ ҫитессе е ҫитмессе малтан шухӑшласа пӑхмӗ-и?