Luke 4:23 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Вӑл вӗсене каланӑ: паллах ӗнтӗ, эсир Мана, «эмелҫӗ! Хӑвна Ху сыват» теекен каларӑша аса илтерсе, ҫапла каласшӑн: «Эсӗ Капернаумра мӗн тунине илтрӗмӗр эпир, кунта та, Хӑвӑн тӑван ҫӗршывӑнта, ҫавна туса кӑтарт» теесшӗн, тенӗ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Иисус вӗсене каланӑ: «Паллах, эсир, ваттисем каларӑшле: „Тухтӑр, Хӑвна Ху сыват!“ – тесе калама пултаратӑр Мана. Капернаумра Эсӗ мӗн тунине илтрӗмӗр эпир. Кунта та, Ху ӳснӗ хулара, ҫавна туса кӑтарт тесе каласшӑн ӗнтӗ эсир».