Mark 10:23 — Compare Translations
2 translations compared side by side
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Иисус ӗнтӗ, йӗри-тавралла пӑхса илсе, Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: || пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле хӗн! тет. Ҫак сӑмахсем вӗренекенӗсене хӑратсах пӑрахнӑ.
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
Вара Иисус йӗри-тавралла пӑхса илсе Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн епле йывӑр!»